Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Унтан сулахай енчисене ҫапла калӗ: „Эй, ылханлӑскерсем! Шуйттанпа ӑна пулӑшаканӗсем валли хатӗрлесе хунӑ сӳнми тамӑк вутне кайӑр Ман патӑмран! Ырӑ тунисем ӗмӗрлӗх пурӑнма чӗрӗлӗҫ, усал тунисем айӑплав илме чӗрӗлӗҫ. Тӑватӑ чӗр чунӗн те кӗлетки тавра ултшар ҫунат, ҫунат айӗсем куҫлӑ-куҫлӑ. Тӑватӑ чӗр чунӗ те кунӗн-ҫӗрӗн татти-сыпписӗр ҫапла кӑшкӑрса хыттӑн мухтаҫҫӗ: «Пурне те тытса тӑракан Хуҫа Турӑ, Пулни, Пурри, Пуласси – Святой, Святой, Святой!» Пӗрремӗш тискер кайӑкӑн вӑй-хӑватне ӑна та панӑ, вӑл – пӗрремӗш тискер кайӑк умӗнче ӗҫлесе тӑраканӗ, пулӑшаканӗ. Ҫавскер пӗтӗм ҫӗре, ҫӗр ҫинче пурӑнакансене вилмеллех аманса тӳрленнӗ тискер кайӑка пуҫҫаптарасшӑн. Вӑл тӗлӗнмелле паллӑсем кӑтартать: ҫынсен куҫӗ умӗнчех тӳперен ҫӗр ҫине вут-ҫулӑм антарать. Пӗрремӗш тискер кайӑк умӗнче тӗлӗнмелле паллӑсем кӑтартса, вӑл ҫӗр ҫинче пурӑнакансене илӗртсе улталать. Вӑл ҫынсене хӗҫпе суранланнӑ, анчах та чӗрӗ тискер кайӑкӑн сӑнарне ӑсталама хистет. Ҫав сӑнар калаҫма та, хӑйне пуҫҫапас теменнисене вӗлерттерме те пултартӑр тесе, иккӗмӗш тискер кайӑка малтанхин сӑнарӗ ӑшне чун вӗрсе кӗртме ирӗк панӑ. Вӑл пур ҫынсене те: аслисемпе кӗҫӗннисене те, пуянсемпе чухӑнсене те, ирӗклисемпе чурасене те – сылтӑм алли е ҫамки ҫине ҫыру палли лартма хистет. Камӑн ҫак ҫыру палли ҫук, вӑл сутма та, илме те пултараймасть. Ҫыру паллинче тискер кайӑкӑн ятне е ҫав ята палӑртакан хисепе ҫырнӑ. Вара ун хыҫӗнчен виҫҫӗмӗш ангел вӗҫсе иртрӗ. Вӑл вӑйлӑ саслӑн ҫапла каларӗ: «Кам тискер кайӑкпа унӑн сӑнарне пуҫҫапать, кам хӑйӗн ҫамки е алли ҫине тискер кайӑкӑн ҫыру паллине ларттарать, Пӗрремӗш ангелӗ кайрӗ те хӑй куркине ҫӗр ҫине тӑкрӗ. Ҫав самантрах тискер кайӑкӑн ҫыру паллине ларттарнӑ, унӑн сӑнарне пуҫҫапакан ҫынсен ӳчӗ пӳрлӗ, хӑрушӑ та йӗрӗнмелле суранпа витӗнчӗ. «Аллилуия! – терӗҫ тепӗр хут. – Унӑн тӗтӗмӗ ӗмӗр-ӗмӗрех тӳпене ҫӗкленет!» Унтан эпӗ престолсене тата вӗсем ҫинче ларакансене куртӑм. Вӗсене суд тума ирӗк панӑ. Эпӗ тата Иисус ҫинчен, Турӑ сӑмахӗ ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтернӗшӗн пуҫӗсене каснӑ ҫынсен чунӗсене куртӑм. Вӗсем тискер кайӑка та, унӑн сӑнарне те пуҫҫапман; ҫамкисемпе аллисем ҫине ҫыру палли ларттарман. Вӗсем, чӗрӗлсе тӑрса, Христоспа пӗрле пин ҫул патшара ларчӗҫ.
Выбор основного перевода