Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
«Эй, халӑх! Мӗн хӑтланатӑр эсир? Эпир сирнешкел ҫынсемех! Эпир сире ҫак суя турӑсене ан пуҫҫапчӑр тесе, чӗрӗ Турӑ енне ҫавӑрӑнччӑр тесе вӗрентетпӗр. Чӗрӗ Турӑ тӳпене те, ҫӗре те, тинӗсе те тата вӗсенче мӗн пуррине те пултарнӑ. «Хуҫа Туррӑмӑр, Эсӗ мухтав та, чыс та, вӑй-хӑват та илме тивӗҫлӗ, мӗншӗн тесен пурне те Эсӗ пултарнӑ, пурте Санӑн ирӗкӳпе пурӑнать, пурте Санӑн ирӗкӳпе пулнӑ». Виҫҫӗмӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртрӗ те, ҫутаткӑҫ пек ҫунса, тӳперен пысӑк ҫӑлтӑр ӳкрӗ. Вӑл юхан шывсемпе ҫӑлкуҫсен виҫҫӗмӗш пайӗ ҫине ӳкрӗ. Ҫав самантрах вӑйлӑн ҫӗр чӗтренчӗ те, хулан вуннӑмӗш пайӗ ишӗлсе анчӗ. Ҫӗр чӗтреннипе ҫичӗ пин ҫын вилчӗ. Ыттисем вара, вилесле хӑраса ӳксе, Ҫӳлти Турра мухтарӗҫ. Ҫак эсӗ курнӑ тискер кайӑк чӗрӗччӗ, халӗ вӑл вилӗ. Анчах та вӑл тӗпсӗрлӗхрен каллех чӗрӗлсе тухӗ те тӗп пулӗ. Ҫӗр ҫинче пурӑнакансенчен камсен ятне тӗнче пуҫланнӑранпах пурӑнӑҫ кӗнекине ҫырса хуман, ҫавсем тискер кайӑка курсан тӗлӗнӗҫ. Мӗншӗн тесен вӑл чӗрӗччӗ, халӗ вилӗ, унтан каллех чӗрӗлсе тухӗ.
Выбор основного перевода