Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Аслӑ хула виҫӗ пая арканса кайрӗ, чӑн Турра пӗлмен халӑхсен хулисем ишӗлсе анчӗҫ. Аслӑ Вавилон хулине те, Хӑйӗн ҫиллин куркине ӗҫтерес тесе, Турӑ Хӑй асӗнчех тытрӗ. Вавилон сире епле асап кӑтартрӗ, эсир те ӑна ҫаплах тавӑрса парӑр. Ӗҫӗсене кура ӑна икӗ хут та ытларах тавӑрса парӑр. Хӑвӑра ӗҫтернӗ куркана эсир ун валли икӗ хут та хаяртарах эрех ярса хатӗрлӗр. Анчах та тискер кайӑка тата ун умӗнче тӗлӗнмелле паллӑсем кӑтартакан суя пророка ярса тытрӗҫ. Ҫав тӗлӗнмелле ӗҫсене кӑтартса вӑл тискер кайӑкӑн ҫыру паллине ларттаракансене, тискер кайӑк сӑнарне пуҫҫапакансене илӗртсе улталанӑ. Вара тискер кайӑкпа суя пророка иккӗшне те кӳкӗрт ҫунакан вутлӑ кӳлле чӗрӗллех пӑрахрӗҫ. Вӗсене илӗртсе улталанӑ шуйттана вара кӳкӗрт ҫунакан вутлӑ кӳлле, тискер кайӑкпа суя пророка пӑрахнӑ ҫӗрех, ывӑтрӗҫ. Вӗсене кунӗн-ҫӗрӗн, ӗмӗр-ӗмӗрех асаплантарӗҫ. Анчах та хӑракансем те, шанчӑксӑррисем те, ирсӗрсем те, ҫын вӗлерекенсем те, аскӑнсем те, асамҫӑсем те, кӗлеткесене пуҫҫапакансемпе мӗн пур суеҫ таврашӗ те хӑйсен вырӑнне кӳкӗрт ҫунакан вутлӑ кӳлӗре тупӗҫ. Ку – иккӗмӗш вилӗм».
Выбор основного перевода