Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Тепӗр кунне Иоанн хӑй патне Иисус пынине курнӑ та каланӑ: «Акӑ тӗнче ҫылӑхне Хӑй ҫине илекен Турӑ Путекки. Вара иртсе пыракан Иисуса курсан: «Акӑ Турӑ Путекки», – тенӗ. Санран вара, ӗҫӗмри шанчӑклӑ юлташӑм, ҫакна ыйтатӑп: эсӗ вӗсене пӗр чӗлхе тупма пулӑш. Вӑл хӗрарӑмсем манпа тата Климентпа пӗрле, ыттисемпе пӗрле (вӗсен ячӗсене пурӑнӑҫ кӗнекине кӗртнӗ ӗнтӗ) Ырӑ Хыпар сарас ӗҫе хастар хутшӑнчӗҫ. Ҫӗнтерекен шурӑ тумтир тӑхӑнӗ. Эпӗ унӑн ятне пурӑнӑҫ кӗнекинчен чӗрсе пӑрахмӑп, ҫав ят ҫинчен Аттемпе Унӑн ангелӗсене каласа пӗлтерӗп. Эпӗ пӑхрӑм та, акӑ, престол умӗнче, тӑватӑ чӗр чунпа ватӑсем хушшинче пусса Турра кӳнӗ путек пек Путек тӑнине куртӑм. Вӑл ҫичӗ мӑйракаллӑ та ҫичӗ куҫлӑ, ку – Туррӑн пӗтӗм ҫӗр ҫине янӑ ҫичӗ сывлӑшӗ.
Выбор основного перевода