Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Вара ун хыҫӗнчен виҫҫӗмӗш ангел вӗҫсе иртрӗ. Вӑл вӑйлӑ саслӑн ҫапла каларӗ: «Кам тискер кайӑкпа унӑн сӑнарне пуҫҫапать, кам хӑйӗн ҫамки е алли ҫине тискер кайӑкӑн ҫыру паллине ларттарать, Ҫав асап вучӗн тӗтӗмӗ ӗмӗр-ӗмӗр йӑсӑрланса тӑрӗ. Тискер кайӑкпа унӑн сӑнарне пуҫҫапакансем, унӑн ятне ҫыртарма килӗшнисем кунӗн-ҫӗрӗн канлӗх тупаймӗҫ. Эпӗ темскер, вутпа хутӑштарнӑ кӗленче тинӗс евӗрлӗскер, куртӑм. Ҫав кӗленче тинӗс ҫинче тискер кайӑкпа унӑн сӑнарне, ҫыру паллипе унӑн ячӗн хисепне ҫӗнтернисем тӑраҫҫӗ. Вӗсем, Турӑ кӗслине тытса, Пӗрремӗш ангелӗ кайрӗ те хӑй куркине ҫӗр ҫине тӑкрӗ. Ҫав самантрах тискер кайӑкӑн ҫыру паллине ларттарнӑ, унӑн сӑнарне пуҫҫапакан ҫынсен ӳчӗ пӳрлӗ, хӑрушӑ та йӗрӗнмелле суранпа витӗнчӗ. Анчах та тискер кайӑка тата ун умӗнче тӗлӗнмелле паллӑсем кӑтартакан суя пророка ярса тытрӗҫ. Ҫав тӗлӗнмелле ӗҫсене кӑтартса вӑл тискер кайӑкӑн ҫыру паллине ларттаракансене, тискер кайӑк сӑнарне пуҫҫапакансене илӗртсе улталанӑ. Вара тискер кайӑкпа суя пророка иккӗшне те кӳкӗрт ҫунакан вутлӑ кӳлле чӗрӗллех пӑрахрӗҫ. Унтан эпӗ престолсене тата вӗсем ҫинче ларакансене куртӑм. Вӗсене суд тума ирӗк панӑ. Эпӗ тата Иисус ҫинчен, Турӑ сӑмахӗ ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтернӗшӗн пуҫӗсене каснӑ ҫынсен чунӗсене куртӑм. Вӗсем тискер кайӑка та, унӑн сӑнарне те пуҫҫапман; ҫамкисемпе аллисем ҫине ҫыру палли ларттарман. Вӗсем, чӗрӗлсе тӑрса, Христоспа пӗрле пин ҫул патшара ларчӗҫ.
Выбор основного перевода