Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Мӗншӗн тесен суя христоссемпе суя пророксем тупӑнӗҫ. Вӗсем тӗлӗнмелле паллӑсемпе хӑватсем кӑтартса, май килсен, суйласа илнисене те илӗртсе улталама пӑхӗҫ. Турра хирӗҫ ҫын килесси шуйттан тӑрӑшнипе пулӗ. Килессе вӑл шуйттанла вӑйпа, суя паллӑсемпе хӑватсем кӑтартса, тӗрлӗрен суя-ултавпа килӗ. Хӑйсене ҫӑлӑнӑҫ кӳрекен чӑнлӑха юратман пирки пӗтес ҫул ҫине тӑнисене вӑл хӑй майлӑ ҫавӑрӗ. Анчах та тискер кайӑка тата ун умӗнче тӗлӗнмелле паллӑсем кӑтартакан суя пророка ярса тытрӗҫ. Ҫав тӗлӗнмелле ӗҫсене кӑтартса вӑл тискер кайӑкӑн ҫыру паллине ларттаракансене, тискер кайӑк сӑнарне пуҫҫапакансене илӗртсе улталанӑ. Вара тискер кайӑкпа суя пророка иккӗшне те кӳкӗрт ҫунакан вутлӑ кӳлле чӗрӗллех пӑрахрӗҫ.
Выбор основного перевода