Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Чӑн Турра пӗлмен халӑхсем урсах кайнӑччӗ, халӗ ӗнтӗ Санӑн ҫиллӳ ҫитрӗ. Вилнисене суд тума, Хӑвӑн чурусене, пророксене тата сӑваплисене, Хӑвӑн ятунтан хӑракансене – аслисемпе кӗҫӗннисене те – хӑйсем тивӗҫнине тавӑрса пама вӑхӑт ҫитрӗ. Ҫӗре пӗтерекенсене пӗтерме вӑхӑт ҫитрӗ!» Вара ун хыҫӗнчен виҫҫӗмӗш ангел вӗҫсе иртрӗ. Вӑл вӑйлӑ саслӑн ҫапла каларӗ: «Кам тискер кайӑкпа унӑн сӑнарне пуҫҫапать, кам хӑйӗн ҫамки е алли ҫине тискер кайӑкӑн ҫыру паллине ларттарать, Вара престол патӗнчен ҫапла калакан сасӑ илтӗнчӗ: «Эй, Туррӑн мӗн пур чурисем, мӗн пур Унран хӑракансем, асли те, кӗҫӗнни те – Турра мухтӑр!» Унтан эпӗ хӗвел ҫинче тӑракан пӗр ангела куртӑм. Ҫӳл тӳпере вӗҫекен кайӑксене вӑл вӑйлӑ саслӑн ҫапла каларӗ: «Вӗҫӗр, вӗҫӗр! Патшасен, хуҫасен, ҫар пуҫӗсен, утсемпе юланутҫӑсен виллисене, ирӗклисемпе чурасен виллисене, аслисемпе кӗҫӗннисен виллисене сӑхмашкӑн Туррӑн аслӑ каҫхи апатне пуҫтарӑнӑр!»
Выбор основного перевода