Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Пиллӗкмӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртрӗ те, эпӗ тӳперен ҫӗр ҫине ҫӑлтӑр ӳкнине куртӑм. Ҫӑлтӑрне тӗпсӗрлӗхе уҫмалли ҫӑраҫҫи панӑччӗ. Вӑл вара тӗпсӗрлӗх шӑтӑкне уҫрӗ те, унтан, пысӑк кӑмака анинчен тухнӑ евӗр, тӗтӗм палкаса тухрӗ. Тӗпсӗрлӗхрен йӑсӑрланакан тӗтӗмпе вара хӗвел те, сывлӑш та тӗттӗмленчӗ. Тӗтӗм ӑшӗнчен хӗрлӗ шӑрчӑксем йӑтӑнса тухрӗҫ, вӗсене ҫӗр ҫинчи скорпионӑнни пек вӑй-хӑват панӑччӗ. Анчах та хӗрлӗ шӑрчӑксене ҫӗр ҫинчи ешӗл йывӑҫ-курӑка сӑтӑр тума чарнӑ, ҫамкисем ҫине Турӑ пичечӗ лартса палӑртман ҫынсене ҫеҫ сӑтӑр тума каланӑ. Хӗрлӗ шӑрчӑксене ҫав ҫынсене вӗлерме хушман, вӗсен ҫынсене пилӗк уйӑха яхӑн асап кӑтартмалла пулнӑ. Скорпион сӑхнипе ҫын епле асапланать, хӗрлӗ шӑрчӑксем те ҫавнашкалах асаплантармалла. Ун чухне ҫынсем вилӗм шырӗҫ, анчах ӑна тупаймӗҫ; вилесшӗн пулӗҫ, анчах вилӗм вӗсенчен тарӗ. Хӗрлӗ шӑрчӑксем ҫапӑҫӑва хатӗр ҫар лашисем евӗрлӗччӗ. Вӗсен пуҫӗ ҫинче ылтӑн пуҫ кӑшӑлӗ пеккиччӗ, сӑнӗпе вара вӗсем этем евӗрлӗрехчӗ. Ҫӑмӗсем вӗсен хӗрарӑм ҫӳҫӗ пек, шӑлӗсем арӑслан шӑлӗ пек. Ҫийӗсенче вӗсен ҫар тумтирӗ пек тимӗр тумтир, ҫуначӗсен шавӗ вара ҫапӑҫӑва ыткӑнакан йышлӑ лашасен тата ҫар ураписен шавӗ-кӗмсӗртетӗвӗ евӗр. Хӗрлӗ шӑрчӑксен хӳри вӗҫӗнче скорпион сӑнни пек сӑнӑ, ҫынсене сӑтӑр тумашкӑн вӗсене пилӗк уйӑха яхӑн ирӗк панӑ. Хӗрлӗ шӑрчӑксен патши – тӗпсӗрлӗх ангелӗ, еврейла ӑна Аваддон теҫҫӗ, грекла – Аполлион.
Выбор основного перевода