Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
«Ҫак ҫуртсене куратӑр-и? – тенӗ вӗсене Иисус. – Чӑн калатӑп сире: ҫакӑнта чул ҫинче чул та юлмӗ, йӑлтах аркатӗҫ». – Эпӗ хӑйсен патши пулнипе килӗшмен леш тӑшманӑмсене кунта илсе килӗр те хам куҫ умӗнчех вӗлерӗр“». Акӑ кунсем ҫитӗҫ, тӑшманусем сана хупӑрласа илӗҫ, йӗри-тавра шӑтӑксем чавӗҫ, пур енчен те хӗстерсе ҫитерӗҫ. «Иерусалима йӗри-тавра ҫар хупӑрласа илнине курсан, вара унӑн юхӑнса тӑрас вӑхӑчӗ ҫывхарнине пӗлӗр! Иудея халӑхӗ ун чухне тусем ҫине тартӑр, Иерусалимри ҫынсем хӑвӑртрах хуларан тухчӑр, хула таврашӗнчисем хулана ан кӗччӗр. Мӗншӗн тесен ҫак кунсем – тавӑру кунӗсем, вӗсем пирки Ҫырнинче мӗн калани йӑлтах пурнӑҫланӗ. Ҫав кунсенче йывӑр ҫын пулнӑ хӗрарӑмсене, кӑкӑр ҫитерекен амӑшӗсене хуйхӑ пулӗ. Ҫӗр ҫине пысӑк асаплӑх килӗ, ҫак халӑха Турӑ ҫилли ҫитӗ. Пӗрисене хӗҫпе вӗлерӗҫ, теприсене тӗрлӗрен урӑх халӑх хушшине тыткӑна илсе кайӗҫ. Иерусалима ют халӑхсем хӑйсен вӑхӑчӗ иртичченех таптӗҫ».
Выбор основного перевода