Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Вара Ӑна ҫапла айӑплама пуҫланӑ: «Ку Ҫын пирӗн халӑха пӑлхатса ҫӳрет. Хӑйне Христос Патша тесе императора налук тӳлеме хушмасть!» Кирек епле чун та аслӑ влаҫсене пӑхӑнса пурӑнтӑр, мӗншӗн тесен влаҫлӑ пурӑнӑҫ йӗркине Турӑ тунӑ, кирек епле влаҫ та Турӑран. Вӗсем Турӑ тарҫисем пулса сирӗншӗн ялан тӑрӑшнӑран эсир налук тӳлетӗр те. Ҫапла вара, кашнинех памаллине парӑр: кама – налук, кама – хисеп, кама – чыс. Ҫӗр ҫинчи пуҫлӑхсене Хуҫа Турӑшӑн пӑхӑнӑр: патшана – патшалӑхра чи асли пулнишӗн, вӑл лартнӑ пуҫлӑхсене – усал тӑвакансене айӑпласа, ырӑ тӑвакансене хисепе кӑларнишӗн. Мӗншӗн тесен Турӑ ирӗкӗ ҫапла: пирӗн, ырӑ туса, пӗлмесӗр калаҫакан ӑссӑр ҫынсен ҫӑварне хупламалла. Ирӗклӗ ҫынсем пулин те, ирӗклӗхпе витӗнсе усал тӑвакансем пек мар, Турӑ чурисем пек пурӑнӑр. Пурне те сума сӑвӑр, ӗненекен тӑванӑрсене юратӑр, Турӑран хӑрӑр, патшана хисеплӗр.
Выбор основного перевода