Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ҫапла вара, ҫынсене хӑвӑрпа пур тӗлӗшӗнчен те мӗнле пултарас килет, вӗсемпе те ҫавнашкалах пулӑр. Ҫакӑ вӑл саккун тата пророксен сӑмахӗсен тӗшши пулать те». Иисус ҫак сӑмахсене каласа пӗтерсен, халӑх Унӑн вӗрентӗвӗнчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. Вӑл Хӑй ӳснӗ хулана пынӑ та унти синагогӑра халӑха вӗрентнӗ. Унӑн вӗрентӗвӗнчен ҫынсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. «Ҫакнашкал ӑслӑлӑх тата хӑват кӑтартмалӑх вӑй ӑҫтан тухать-ши Унӑн? – тенӗ вӗсем. Ҫак сӑмахсене илтнӗ саккун вӗрентӳҫисемпе аслӑ священниксем Иисуса пӗтерме май шыранӑ. Пӗтӗм халӑх Унӑн вӗрентӗвӗнчен тӗлӗннӗ пирки вӗсем Иисусран хӑранӑ.
Выбор основного перевода