Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ҫырнинче Иисусӑн вилӗмрен чӗрӗлсе тӑмалла тесе каланине вӗсем ун чухне пӗлмен-ха. Мӗншӗн тесен Иерусалимра пурӑнакансемпе вӗсен пуҫлӑхӗсем Иисуса пӗлеймерӗҫ, Ӑна айӑпларӗҫ. Ҫапла майпа синагогӑсенче кашни шӑмат кун вулакан пророксен сӑмахӗсем пурнӑҫланчӗҫ. Ҫапла шухӑшлакансем Турӑ сӑмахӗ чӑн малтан тӳпене те, ҫӗре те шывран тунине, шывпа пултарнине пӗлмеҫҫӗ, пӗтессе те ун чухнехи тӗнче шыва путса пӗтнӗ. Туррӑн сӑмахӗпех тытӑнса тӑракан хальхи тӳпепе ҫӗр вара вут валли упранать. Турра хисеплемен ҫынсем суд кунӗнче вутра пӗтӗҫ. Эй, савнӑ тӑвансем! Ҫакна ҫеҫ нихӑҫан та ан манӑр: Хуҫа Турӑшӑн пӗр кун та пин ҫул пек, пин ҫул та пӗр кун пек анчах. Хӑшӗ-пӗрисем ҫапла калаҫҫӗ: Хуҫамӑр Хӑй сӑмах панине пурнӑҫлама васкамасть. Ку васкаманни мар, пире хӗрхенсе чӑтни. Вӑл никам та ан пӗттӗр, пурте ӳкӗнччӗр тесе кӗтет. Турӑ ҫинчен пӗлеҫҫӗ пулин те, вӗсем Ӑна Турра мухтанӑ пек мухтамаҫҫӗ, тав тумаҫҫӗ. Ун вырӑнне вӗсен шухӑшӗсем пушӑ вӗрентӳсем тавра ҫавӑрӑнаҫҫӗ, вӗсен туйми чӗрисем тӗттӗмленнӗ. Вӗсем хӑйсене ӑсла хурсах ухмаха тухнӑ. Ҫӗр айне пытарни чапсӑр, чӗрӗлсе тӑраканни чаплӑ. Ҫӗр айне пытарни халсӑр, чӗрӗлсе тӑраканни хӑватлӑ.
Выбор основного перевода