Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
«Эсӗ хӑвах ҫапла каларӑн, – тенӗ ӑна Иисус. – Эпӗ сире унтан та ытларах калатӑп: паянтан пуҫласа, малашлӑхра, эсир Этем Ывӑлӗ, Хӑватлин сылтӑм енче ларса, тӳпери пӗлӗтсем ҫинче килнине курӑр». Давид тӳпене ҫӗкленмен, анчах та вӑл хӑех ҫапла калать: «„Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче, хисеплӗ вырӑнта лар“, – тенӗ Хуҫамӑр манӑн Хуҫама». Давид тӳпене ҫӗкленмен, анчах та вӑл хӑех ҫапла калать: «„Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче, хисеплӗ вырӑнта лар“, – тенӗ Хуҫамӑр манӑн Хуҫама». Мӗншӗн тесен Унӑн Хӑйӗн тӑшманӗсене ури айне тӑвичченех патша пулмалла. Тата Турӑ Хӑйӗн ангелӗсенчен хӑшне, хӑҫан ҫапла калани пур: «Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче лар». Унтан Вӑл Хӑйӗн тӑшманӗсене ури айне тӑвиччен кӗтнӗ.
Выбор основного перевода