Ҫак вун икӗ вӗренекенне Иисус ҫапла каласа вӗрентсе янӑ: «Иудейсем пурӑнман ҫӗрсене ан кайӑр, Самари хулине те ан кӗрӗр.
Унӑн Самари ҫӗрӗпе иртмелле пулнӑ.
Самари хӗрарӑмӗ Ӑна: «Епле-ха Эсӗ, Иудея ҫынни, манран, Самари хӗрарӑмӗнчен, ӗҫме ыйтатӑн?» – тесе каланӑ. Иудея ҫыннисемпе Самари ҫыннисем пӗр-пӗринпе хутшӑнса пурӑнман пулнӑ.