Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ҫавӑнтан вара Иисус вӗренекенӗсене Хӑйӗн Иерусалима каймалли ҫинчен, унта ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе аслӑ священниксенчен тата саккун вӗрентӳҫисенчен нумай асап курмалла пуласси ҫинчен кала пуҫланӑ. Тата Вӑл вӗренекенӗсене Хӑйне вӗлересси ҫинчен, виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен те каласа ӑнлантарнӑ. «Акӑ ӗнтӗ эпир Иерусалималла хӑпарса пыратпӑр, унта Этем Ывӑлне аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисен аллине тытса парӗҫ. Вӗсем Ӑна суд туса вӗлерме йышӑнӗҫ. Унтан Иисус вӗренекенӗсене Этем Ывӑлӗ нумай асап курасси ҫинчен, ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе аслӑ священниксем тата саккун вӗрентӳҫисем Хӑйне йышӑнас ҫукки ҫинчен кала пуҫланӑ. Тата Вӑл Хӑйне вӗлересси ҫинчен, виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен те каласа панӑ. «Акӑ ӗнтӗ эпир Иерусалималла хӑпарса пыратпӑр, унта Этем Ывӑлне аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисен аллине тытса парӗҫ. Вӗсем Ӑна суд туса вӗлерме йышӑнӗҫ, унтан урӑх халӑх ҫыннисен аллине парӗҫ. Пӗтӗм халӑх Турӑ аслӑлӑхӗнчен тӗлӗннӗ. Иисус мӗн тунинчен ҫапла пурте тӗлӗнсе тӑнӑ чух Вӑл вӗренекенӗсене каланӑ: Иисус Вун иккӗшне аяккарах чӗнсе илнӗ те каланӑ: «Акӑ эпир Иерусалималла ҫывхарса пыратпӑр. Унта вара Этем Ывӑлӗ ҫинчен пророксем ҫырса хуни пӗтӗмпех пурнӑҫланӗ.
Выбор основного перевода