Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Вӑл тата ҫӑкӑр илсе Турра тав тунӑ та, вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа парса, каланӑ: «Ҫакӑ – сирӗншӗн паракан Манӑн Ӳтӗм. Малашне те Мана аса илсе ҫак йӑлана тӑвӑр». Ҫиме ларсан Вӑл ҫӑкӑр илсе пилленӗ те вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа панӑ. Вӗсем апостолсен сӑмахӗсенчен иртмен, пӗрле ҫӑкӑр хуҫнӑ, пӗрле кӗлӗ тунӑ. Унтан Павел ҫӳлти хута хӑпарса ҫӑкӑр хуҫса ҫирӗ. Ҫапла вӑл тул ҫутӑличченех калаҫса ларчӗ, кайран ҫула тухса кайрӗ. Ҫакна каласан вӑл ҫӑкӑр илчӗ те, пурин умӗнчех Турра тав туса, хуҫса ҫие пуҫларӗ.
Выбор основного перевода