Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Петр текен Симон ҫавна курсан Иисус ури умне ӳксе: «Эй, Хуҫамӑр! Манпа, ҫылӑхлӑ ҫынпа, пӗрле ан пулсам, кайсам», – тенӗ. Унтан вӗсем Иисус патне пынӑ та Ӑна вӑратса: «Вӗрентӳҫӗ! Вӗрентӳҫӗ! Эпир пӗтетпӗр!» – тенӗ. Иисус ыйхӑран вӑрансан ҫиле те, хумханакан шыва та чарӑнма хушнӑ. Вара пӗтӗмпех лӑпланнӑ та, ҫанталӑк шӑпах пулнӑ. Иисус вара: «Кам Мана сӗртӗнчӗ?» – тесе ыйтнӑ, анчах пурте туннӑ. Петр та, Иисуспа пӗрле пулнисенчен ыттисем те ҫапла каланӑ: «Вӗрентекен! Сан тавра халӑх кӗпӗрленсе пырать, хӗстерет. Эсӗ тата Мана кам сӗртӗнчӗ тетӗн». Пӗр яла кӗрес умӗн Ӑна юхан-суранлӑ вунӑ ҫын тӗл пулнӑ. Вӗсем чарӑнса аякранах хыттӑн кӑшкӑрма пуҫланӑ: «Эй, Вӗрентӳҫӗ Иисус! Хӗрхенсем пире!»
Выбор основного перевода