Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Хӑвӑрпа пӗрле укҫа енчӗкӗ те, хутаҫ та, урана тӑхӑнмалли те ан илӗр. Ҫул ҫинче чарӑнса никампа та калаҫса ан тӑрӑр. Унтан вӗренекенӗсенчен ыйтнӑ: «Эпӗ сире укҫа енчӗкӗсӗр, хутаҫсӑр, пушмаксӑр янӑ чух сирӗн мӗн те пулин ҫитменни пулчӗ-и?» Лешсем Ӑна хирӗҫ: «Ҫитменни нимӗн те пулмарӗ!» – тенӗ. Ҫар ҫынни хӑйне хӑй тӑрантарса пурӑнни пур-и? Иҫӗм ҫырли лартаканӗ ҫырлине ҫименни пур-и? Кӗтӳ кӗтекенӗ сӗт ӗҫменни пур-и? Ырӑ Хыпар пӗлтерекенсем ӳкӗтлесе-вӗрентсе хӑйсене пурӑнмалӑх ӗҫлесе илччӗр тесе Хуҫамӑр та хушса хӑварнӑ. Мӗнле те пулин ҫурта кӗрсен эсир малтан: „Ҫак кил-йыша канӑҫлӑх пултӑр!“ – тесе саламлӑр.
Выбор основного перевода