Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Параллельные места
Ку ӗнтӗ пасха умӗнхи эрне кун, кӑнтӑрла тӗлнелле пулнӑ. «Акӑ сирӗн Патшӑр», – тенӗ Пилат иудейсене. Иисуса пӑталанӑ вырӑн хула хӗрринчех пулнӑ. Ҫавӑнпа хӗрес ҫине мӗн ҫырнине иудейсенчен нумайӑшӗ вуланӑ. Ҫырма вара еврейла, грекла тата латинла ҫырнӑ пулнӑ. Ку ӗҫ эрне кун пулнӑран иудейсем вилесене хӗрес ҫинче шӑмат кунччен – вӑл шӑмат кун иудейсен мӑн кунӗ пулнӑ – хӑварасшӑн пулман. Ҫавӑнпа вӗсем пӑталанӑ ҫынсен ури тунисене ҫапса ватса хӗрес ҫинчен антарма Пилатран ыйтнӑ. Иисуса пӑталанӑ вырӑнтан инҫех те мар сад ӳснӗ. Ҫав садра унччен пӗр виле те пытарман ҫӗнӗ тупӑклӑх пулнӑ.
Выбор основного перевода