Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Параллельные места
Ҫавӑн чух Рим лартнӑ пуҫлӑхӑн салтакӗсем Иисуса преторине илсе кӗртнӗ те Ун тавра ытти салтаксене пулккипех пуҫтарнӑ. Вӗсем Ӑна хывӑнтарса патшалла хӗрлӗ тум тӑхӑнтартнӑ. Ун пуҫне йӗплӗ кӳкен хуллинчен явнӑ пуҫ кӑшӑлӗ тӑхӑнтартнӑ, сылтӑм аллине туя тыттарнӑ. Салтаксем Ун умне чӗркуҫленсе ларнӑ та мӑшкӑлла-мӑшкӑлла: «Сывӑ пултӑр Иудея Патши!» – тесе кулнӑ. Салтаксем Ун ҫине сурнӑ, туйине илсе Ӑна пуҫӗнчен ҫапнӑ. Салтаксем Ӑна претори картишне илсе кӗртнӗ те унта пулккипех ытти салтаксене пухнӑ. Вара Ӑна патшалла хӗрлӗ тум тӑхӑнтартнӑ, Ун пуҫне йӗплӗ кӳкен хуллинчен явнӑ пуҫ кӑшӑлӗ тӑхӑнтартнӑ. Вара Ӑна хисепленҫи пулса: «Сывӑ пултӑр Иудея Патши!» – тесе саламлама пуҫланӑ. Салтаксем Иисус ҫине сура-сура Ӑна пуҫӗнчен туяпа ҫапса пӗтернӗ, Ун умне чӗркуҫленсе ларса пуҫ тайнӑ пек хӑтланнӑ. Анчах та Ирод, салтакӗсемпе пӗрле, Унран тӑраничченех мӑшкӑлласа кулнӑ та Ӑна патшалла ҫутӑ тум тӑхӑнтартса Пилат патне каялла янӑ.
Выбор основного перевода