Анчах та хӑйсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисенчен хӑранипе пурте Ун ҫинчен вӑрттӑн ҫеҫ калаҫнӑ.
Ашшӗпе амӑшӗ иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисенчен хӑранипе ҫапла каланӑ. Мӗншӗн тесен ятлӑ-сумлисем Ӑна Христос тесе йышӑнакансене синагогӑран уйӑрса ярас тесе калаҫса татӑлнӑ пулнӑ.
Ҫав вырсарни каҫах, вӗренекенӗсем иудейсенчен хӑранипе хӑйсем пуҫтарӑннӑ пӳрт алӑкне питӗрсе ларнӑ чухне, вӗсем хӑйсем хушшинче Иисус тӑнине курах кайнӑ. «Канӑҫлӑх пултӑр сире!» – тенӗ Вӑл.