Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Параллельные места
Эпӗ ҫӗр ҫинче Сана мухтава кӑлартӑм, Эсӗ Мана тума хушнӑ ӗҫе пурнӑҫларӑм. Мӗншӗн тесен саккун Христоспа вӗҫленет: Турӑ кашни ӗненекенех тӳрре кӑларать. Христос пирӗн ылхана Хӑй ҫине йышӑнса пире саккун ылханӗнчен Хӑйӗнпе тӳлесе илнӗ, мӗншӗн тесен: «Йывӑҫ хӗрес ҫине ҫакса асаплантарса вӗлернӗ ҫын ылханлӑ», – тесе ҫырнӑ вӗт-ха. Ҫавӑнпа та Христос, тӗнчене килсе, ҫапла калать: «Ахаль парне те, пусса панӑ парне те Сана кирлӗ пулмарӗ, ҫавӑнпа Эсӗ Мана ӳт-пӳллӗ турӑн. Пӗтӗмӗшпе ҫунтарнӑ парне те, ҫылӑхшӑн пусса панӑ парне те Сана юрӑхлӑ пулмарӗ. „Турӑҫӑм, акӑ Эпӗ! – терӗм вара Эпӗ. – Кӗнекере Ман ҫинчен ҫырнӑ пекех, Эпӗ Санӑн ирӗкне пурнӑҫламашкӑн килтӗм“». Саккунпа кӳрекен парнесенчен: «ахальли те, пусса пани те, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса пани те, ҫылӑхшӑн кӳни те Сана юрӑхлӑ мар», – тенӗ Вӑл малтан. «Эй, Турӑҫӑм, акӑ Эпӗ, Эпӗ Санӑн ирӗкне пурнӑҫламашкӑн килтӗм», – тенӗ Вӑл кайран. Ҫапла майпа кайран каланине ҫирӗплетмешкӗн малтан каланине пӑрахӑҫланӑ. Христос Хӑйӗн ӳтне Турӑ ирӗкӗпе пӗрре тата яланлӑха парнелӗхе кӳнипе эпир тасалнӑ.
Выбор основного перевода