Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Параллельные места
Ҫавӑнта тата Иисуса пулӑшса Ун хыҫҫӑн Галилейӑранах ҫӳренӗ хӗрарӑмсенчен нумайӑшӗ пулнӑ. Вӗсем мӗн пулса иртнине аякран пӑхса тӑнӑ. Вӗсен хушшинче Мария Магдалина, Иаковпа Иосия амӑшӗ Мария тата Зеведей ывӑлӗсен амӑшӗ те пулнӑ. Ҫавӑнтах аякран пӑхса тӑракан хӗрарӑмсем те пулнӑ: вӗсем хушшинче Мария Магдалина та, кӗҫӗн Иаковпа Иосия амӑшӗ Мария та, Саломия та пулнӑ. Вӗсем Иисус Галилейӑра чухне те Ун хыҫҫӑн ҫӳренӗ, Ӑна пулӑшнӑ. Унта тата Иисуспа пӗрле Иерусалима пынӑ ытти хӗрарӑмсем те нумаййӑн пулнӑ. Иисуса паллакансем тата Унпа пӗрле Галилейӑран пынӑ хӗрарӑмсем ҫавна аякран пӑхса тӑнӑ. Пӗри, Клеопа ятли, Ӑна ҫапла каланӑ: «Иерусалима килнӗ ҫынсенчен пӗр Эсӗ ҫеҫ ҫак кунсенче унта мӗн пулса иртнине пӗлместӗн пулӗ?» Эрнен малтанхи кунӗнче Мария Магдалина тул ҫутӑлса ҫитнӗ-ҫитменех тупӑклӑх патне пынӑ. Пӑхнӑ та – курах кайнӑ: шӑтӑка хупланӑ чула такам йӑвантарса янӑ. Мария Магдалина вӗренекенсем патне кайнӑ та: «Эпӗ Хуҫамӑра куртӑм!» – тесе хыпарланӑ. Иисус хӑйне мӗн каланине те вӑл йӑлтах каласа кӑтартнӑ.
Выбор основного перевода