Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Параллельные места
Вӗсем Иерусалима каякан ҫулпа пынӑ. Сехӗрленсе ӳкнӗ вӗренекенӗсем умӗнче Иисус пынӑ, вӗсем хыҫҫӑн вара хӑраса кайнӑ халӑх утнӑ. Иисус Вун иккӗшне чӗнсе илсе вӗсене каллех Хӑйне мӗн кӗтнине кала пуҫланӑ: Ҫавӑн хыҫҫӑн Вӑл Хӑй те, Амӑшӗ те, тӑванӗсем те, вӗренекенӗсем те Капернаума кайнӑ, унта вӗсем темиҫе кун ҫеҫ пурӑннӑ. Иудейсен пасха уявӗ ҫывхарса килнӗ пулнӑ. Эсӗ вӗсене хӑвпа ил те вӗсемпе пӗрле тасалу йӑлине туса ирттер. Вӗсен Турра парне кӳнӗ тӑкакӗсене ху ҫине ил, унтан вӗсем ҫӳҫӗсене кастарччӑр. Вара пурте сан пирки илтнӗ сӑмах суя пулнине, эсӗ ху та Моисей саккунне тытса пынине курӗҫ. Унтан Павел ҫак тупа тунӑ ҫынсене хӑйпе пӗрле илсе тасалу йӑлине туса ирттерчӗ. Тепӗр кунне вӑл Турӑ Ҫуртне кӗрсе тасалу йӑли хӑҫан вӗҫленессине тата кашнишӗн Турра хӑҫан парне парассине пӗлтерчӗ.
Выбор основного перевода