Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Параллельные места
Вӗсем сана тавӑрса парайманшӑн эсӗ телейлӗ пулӑн. Уншӑн сана сӑваплӑ ҫынсем чӗрӗлсе тӑнӑ чухне тавӑрса парӗҫ». Ҫакӑнтан ан тӗлӗнӗр: тупӑкрисем пурте Турӑ Ывӑлӗн сассине илтес вӑхӑт ҫитсе пырать ӗнтӗ. Ырӑ тунисем ӗмӗрлӗх пурӑнма чӗрӗлӗҫ, усал тунисем айӑплав илме чӗрӗлӗҫ. Мана кунта яракан Атте ирӗкӗ вара ҫапла: Хама панисенчен пӗрне те Манӑн ҫухатмалла мар, юлашки кун ҫитсен вӗсене пурне те вилӗмрен чӗртсе тӑратмалла. Мана кунта Яракан ирӗкӗ ҫакӑн пек: Ывӑлне куракан, Ӑна ӗненекен кашни ҫын ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулмалла. Эпӗ вара ӑна юлашки кун, суд кунӗ ҫитсен, чӗртсе тӑратӑп». Вилнӗ ҫынсене – тӳрӗ тата тӳрӗ мар пурӑннисене те – Турӑ чӗртсе тӑратасса шанатӑп, ҫапла пуласса вӗсем хӑйсем те кӗтеҫҫӗ.
Выбор основного перевода