Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Параллельные места
Унра чӗрӗлӗх пулнӑ, ҫав чӗрӗлӗх этемсемшӗн ҫутӑ пулнӑ. Ывӑлне ӗненекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ. Турӑ Ывӑлне ӗненмен ҫын пурӑнӑҫ кураяс ҫук, ун ҫинче Турӑ ҫилли тӑрать». Ашшӗ вилнисене чӗртсе пурӑнӑҫ панӑ пекех, Ывӑлӗ те кама пурӑнӑҫ парас тет, ҫавна парать. Ашшӗ Хӑй чӗрӗлӗхлӗ пулнӑ пекех, Ывӑлне те чӗрӗлӗхлӗ пулма панӑ. Ҫакӑнтан ан тӗлӗнӗр: тупӑкрисем пурте Турӑ Ывӑлӗн сассине илтес вӑхӑт ҫитсе пырать ӗнтӗ. Кам хӑйӗн пурӑнӑҫне юратать, ҫав ӑна пӗтерӗ. Кам ку тӗнчере хӑйӗн пурӑнӑҫне юратмасть, ҫав ӑна ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ валли упраса хӑварӗ. Эпӗ пӗлетӗп: Унӑн пил-хушӑвӗ – ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ. Ҫапла вара, Эпӗ кирек мӗн каласан та Аттем сӑмахне ҫеҫ калатӑп». «Ҫул та, чӑнлӑх та, чӗрӗлӗх те – Эпӗ, – тавӑрнӑ ӑна Иисус. – Ман урлӑ каймасан Аттем патне никам та ҫитеймӗ. Адамран пулнисем пурте вилӗмлӗ пекех, Христоса ӗненекенсем пурте чӗрӗлӗхлӗ. Анчах та кашнин хӑйӗн черечӗ: Христос вилнисенчен чи малтан чӗрӗлнӗ; Вӑл тепре килсен вара Хӑйӗннисене чӗртӗ.
Выбор основного перевода