Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Параллельные места
Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Тухӑр-ха кунтан, хӗр ача вилмен, вӑл ҫывӑрать кӑна». Ҫакна илтсен Иисусран кулма пуҫланӑ. Тупӑклӑхсем уҫӑлнӑ та, вилнӗ сӑваплӑ ҫынсенчен нумайӑшӗ чӗрӗлсе тӑнӑ. «Мӗншӗн каплах кулянса йӗретӗр? – тенӗ Вӑл пӳрте кӗрсенех. – Хӗр ача вилмен, ҫывӑрать кӑна». Пурте хӗршӗн хурланса, хӳхлесе йӗнӗ. «Ан йӗрӗр, вӑл вилмен, ҫывӑрать кӑна», – тенӗ Иисус. Лазарь йӑмӑкӗсем Иисус патне: «Хуҫамӑр, Санӑн юратнӑ ҫынну чирлӗ», – тесе калама янӑ. Унтан, чӗркуҫленсе ларса, кӑшкӑрса янӑ: «Эй, Турӑҫӑм, вӗсен ҫак ҫылӑхне шута ан илсем!» Ҫапла каласанах вӑл вилсе кайнӑ. Акӑ мӗншӗн сирӗн хушшӑрта халсӑррисем, чирлисем нумай; вилекенсем те йышлӑ. Тӑвансем! Сирӗн ыттисем пек, шанчӑк ҫуккисем пек кулянмалла ан пултӑрччӗ тесе, эпӗ сире вилнисем ҫинчен те пӗлтермесӗр хӑварасшӑн мар. Мӗншӗн тесен эпир Иисус вилсе чӗрӗлнине ӗненетпӗр пулсан, Иисуса ӗненсе вилнисене те Турӑ Унпа пӗрле Хӑй патне илсе пырасса шанатпӑр. Ҫакна эпир сире Хуҫамӑрӑн сӑмахӗпе килӗшӳллӗн калатпӑр: эпир, чӗррисем, тата Хуҫамӑр тепре киличчен пурӑнас ҫынсем, вилнисенчен малта пулмӑпӑр. Мӗншӗн тесен Турӑ хушнипе архангел сасси тата Турӑ трубин сасси илтӗнсе кайсассӑн тӳперен Хуҫамӑр Хӑй анӗ. Вара Христоса ӗненсе вилнисем маларах чӗрӗлсе тӑрӗҫ. Унтан пире, чӗррисене, Хуҫамӑрпа тӳпере тӗл пулмашкӑн вӗсемпе пӗрле пӗлӗт ҫине илӗҫ. Ҫапла эпир яланлӑхах Хуҫамӑрпа пулӑпӑр.
Выбор основного перевода