Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Параллельные места
хӑйне валли чул ту хысакне алтса тунӑ ҫӗнӗ тупӑклӑха хунӑ. Унтан тупӑклӑха кӗмелли шӑтӑка пысӑк чулпа хупласа хӑварса кайнӑ. Вара Иосиф йӗтӗн пир туяннӑ та Иисус ӳтне хӗрес ҫинчен антарнӑ. Унтан пирпе чӗркенӗ те чул ту хысакне касса тунӑ тупӑклӑха кайса хунӑ, шала кӗмелли шӑтӑк умне чул йӑвантарса хунӑ. Унтан Ӑна хӗрес ҫинчен антарса пирпе чӗркенӗ те чул ту хысакне алтса тунӑ тупӑклӑха хунӑ. Унччен кунта никама та пытарман пулнӑ. Хайхисем ҫитнӗ те тупӑклӑх умӗнчи чула йӑвантарса куҫарса хунине асӑрханӑ. Мария та, пӗрле пынӑ иудейсем те хытӑ йӗнине курсан кӑмӑлӗ хуҫӑлнипе Иисус пӑлханса кайнӑ та Эрнен малтанхи кунӗнче Мария Магдалина тул ҫутӑлса ҫитнӗ-ҫитменех тупӑклӑх патне пынӑ. Пӑхнӑ та – курах кайнӑ: шӑтӑка хупланӑ чула такам йӑвантарса янӑ.
Выбор основного перевода