Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
«Турӑ Мана Израиль ӑрӑвӗн ҫӗтсе кайнӑ сурӑхӗсем патне кӑна янӑ», – тесе тавӑрнӑ Иисус. Эсир пророксен ывӑлӗсем, халал ывӑлӗсем. Ҫав халала Турӑ сирӗн мӑн аслаҫӑрсене панӑ, Вӑл Авраама ҫапла каланӑ: „Санӑн йӑху урлӑ ҫӗр ҫинчи халӑхсем пурте пиллӗх илӗҫ“. Сире усал ӗҫӗрсенчен сыхласа хӑварас тесе Турӑ Хӑйӗн Ывӑлне Иисуса вилӗмрен чӗртсе тӑратса сире пиллеме чи малтан янӑ». Енчен те вӗсенчен хӑшӗ-пӗри Турӑшӑн шанчӑксӑр пулсан? Нивушлӗ вӗсен шанчӑксӑрлӑхӗ Туррӑн шанчӑклӑхне пӑрахӑҫлать? Мӗншӗн тесен Турӑ пӗрре. Вӑл ӳт кастарнӑшӑн е кастарманшӑн мар, ӗненнӗшӗн тӳрре кӑларать. Турӑ шантарнисем Христосра пурте «ҫапла». Ҫавӑнпа та эпир Христос урлӑ Турра «аминь» тесе мухтатпӑр.
Выбор основного перевода