Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Халӗ кӗлеткесене чӳклесе панӑ апат-ҫимӗҫ пирки калам. Ун пирки хамӑрӑн пӗлӳ пурри паллӑ ӗнтӗ, анчах та пӗлӳ пуҫа каҫӑрттарать, юратулӑх вара аталантарать. Анчах та пурте ҫакнашкал пӗлӳллӗ мар. Хӑшӗ-пӗрисем халӗ те кӗлеткесене турӑ вырӑнне хурассинчен хӑпса ҫитмен-ха. Ҫавӑнпа та чӳк ҫимӗҫне ҫинӗ чухне ҫакӑ турра кӳнӗ ҫимӗҫ тесе шутлаҫҫӗ, халсӑр чунлӑскерсем, хӑйсене хӑйсем ирсӗрленнӗ пек туяҫҫӗ. Эсӗ, пӗлӳллӗскер, чӳк вырӑнӗнче ҫисе ларнине курсан, халсӑр чунлисенчен хӑшӗ-пӗрин чӳк ашне ҫисе пӑхасси килсе каймӗ-и? Эсир ҫакна пӗлсе тӑратӑр, хӑвӑра пӗлтернӗ чӑнлӑха ҫирӗп ӗненетӗр. Апла пулин те, эпӗ сире ун ҫинчен астутарсах тӑмашкӑн пӑрахмӑп.
Выбор основного перевода