Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Чухӑн ӗненекенсем валли пулӑшу пуҫтарнӑ чухне эпӗ Галатири ӗненекен ушкӑнсене хушнӑ пек тӑвӑр. Эй, тӑвансем! Халӗ эпир сире Македонири ӗненекен ушкӑнсене Турӑ панӑ ырӑлӑх ҫинчен пӗлтересшӗн. мӗншӗн тесен эсир тӑрӑшнине пӗлетӗп. Ахаия ҫыннисем пулӑшу пама пӗлтӗртенпех хатӗр тесе эпӗ ӗнтӗ Македонири ӗненекенсем умӗнче мухтанса та илтӗм. Эсир хыпса ҫунни нумайӑшне хавхалантарчӗ. Мӗншӗн тесен ҫак ӗҫ – ӗненекенсене пулӑшасси – вӗсен ҫитменнине ҫитерет кӑна мар, чылайӑшӗн чунӗнче Турра туллин тав тӑвас ӗмӗт ҫуратать. Эсир Македонипе Ахаия тӑрӑхӗнчи мӗн пур ӗненекенсемшӗн тӗслӗх пулса тӑтӑр. Мӗншӗн тесен Хуҫамӑрӑн сӑмахӗ сирӗн патран Македонипе Ахаияра кӑна мар, пур ҫӗре те сарӑлчӗ. Эсир Турра епле ӗненнине пур ҫӗрте те пӗлнӗрен пирӗн хушса каламалли нимех те ҫук.
Выбор основного перевода