Ҫак ӗҫсем пулса иртнӗ хыҫҫӑн Павел Македонипе Ахаия урлӑ Иерусалима кайма шут тытнӑ. «Иерусалимран вара манӑн Рима каймалла», – тенӗ вӑл.
Манӑн сирӗнпе курнӑҫса Турӑ Сывлӑшӗн пархатарӗпе сирӗн ӗненӗвӗре ҫирӗплетесчӗ.
Сирӗнпе курнӑҫасчӗ тесе, ӗненӳре мӗн ҫитменнине ҫитересчӗ тесе, кунӗн-ҫӗрӗн тӑрӑшса кӗлтӑватпӑр.