Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Вара пӗтӗм пуху шӑпах пулнӑ. Пурте Павелпа Варнава мӗн каланине итленӗ. Вӗсем Турӑ хӑйсем урлӑ урӑх халӑхсем хушшинче мӗнле-мӗнле паллӑсемпе хӑватсем кӑтартни ҫинчен каласа панӑ. Павел вӗсене саламларӗ те Турӑ хӑйӗн урлӑ урӑх халӑхсем хушшинче мӗн-мӗн тунине тӗпӗ-йӗрӗпе каласа кӑтартрӗ. Турра пӗлмен мӗн пур халӑхсене Иисус ятне ӗнентерме, ҫав ӗненӗве чунтан парӑнтарма пире Ун урлӑ тивлет те, апостол тивӗҫне те панӑ. халӗ ҫав вӑрттӑнлӑха Турӑ уҫса пачӗ. Ӑна пире ӗмӗрхи Турӑ пророксене ҫыртарнӑ сӑмахпа пӗлтернӗ. Ӗненме пуҫлаччӑр тесе, Хӑйне пӑхӑнччӑр тесе, Турӑ ҫав вӑрттӑнлӑха пур халӑха та хыпарламалла турӗ. Мӗн те пулин хамӑртан килет текен шухӑш пирӗн пуҫа та пырса кӗмест, мӗншӗн тесен пирӗн пултарулӑх – Турӑран.
Выбор основного перевода