Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
К Колоссянам
1 2 3 4
Параллельные места
Тӑвар – ырӑ япала, анчах вӑл хӑватне ҫухатсан унӑн тутине эсир епле тавӑрӑр? Чун-чӗрӗрте ӗненӳ тӑварӗ пултӑр, пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнӑр». Чӗлхе-ҫӑварӑртан пӗр юрӑхсӑр сӑмах та ан тухтӑр, ӗненме ӳкӗтлекен ырӑ сӑмах кӑна тухтӑр. Ҫав сӑмах итлекене ырӑлӑх кӳтӗр. Ҫапла майпа, эсир тӑрӑшнине пула, Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗ мухтавлӑ пулӗ. Туррӑмӑрӑн тата Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ырӑлӑхӗпе вара эсир те Ун урлӑ мухтава тухӑр. Чун-чӗрӗрте Хуҫа Турра хисеплӗр. Эсир мӗне шанни ҫинчен кам та пулин ыйтсан вара йӑвашшӑн, чунтан хисеплесе хурав пама яланах хатӗр пулӑр. Унтан та ытларах, Турӑ панӑ ырӑлӑхпа аталансах пырӑр, Иисус Христос Хуҫамӑра, хамӑра Ҫӑлаканӑмӑра, пӗлнӗҫемӗн пӗлсех пырӑр. Ӑна халӗ те, ӗмӗрлӗх кунра та мухтав! Аминь.
К Колоссянам
1 2 3 4
Выбор основного перевода