Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
К Колоссянам
1 2 3 4
Параллельные места
Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Мӗншӗн тесен сире Ҫӳлти Патшалӑх вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме тивӗҫ панӑ, вӗсене вара – паман. Тата Ҫырнинче каланӑ: «Эй, ытти халӑхсем, Унӑн халӑхӗпе пӗрле савӑнӑр!» Турӑшӑн тӑрӑшса ӗҫлемешкӗн кунта лайӑх майсем уҫӑлчӗҫ, тӑшмансем те нумай. Маншӑн та кӗлтӑвӑр. Ырӑ Хыпар вӑрттӑнлӑхне хӑюллӑн хыпарлама ҫӑварӑма уҫсассӑнах, Турӑ ӑна кирлӗ сӑмах патӑрччӗ тесе кӗлтӑвӑр. Сӑнчӑрласассӑн та, эпӗ – Ырӑ Хыпар элчи. Тивӗҫӗме пурнӑҫласа, манӑн уҫҫӑн та хӑюллӑн Ырӑ Хыпар пӗлтересчӗ. Ҫавӑншӑн кӗлтӑвӑр. Турӑ шухӑшӗ ӗмӗртен ӗмӗре, ӑруран ӑрӑва вӑрттӑнлӑх пулса упраннӑ, халӗ вара Ӑна ӗненекенсемшӗн вӑл уҫӑлнӑ. Турӑ Хӑйӗн ҫыннисене ҫав вӑрттӑнлӑх ытти халӑхсемшӗн мӗн тери чаплӑ пуянлӑх пулнине уҫса пама кӑмӑл тунӑ. Вӑрттӑнлӑхӗ вара – мухтавне шантаракан хӑвӑр ӑшӑрти Христос. Пирӗн ҫинчен, пире эсир епле хапӑл туни ҫинчен ҫынсем хӑйсемех пур ҫӗрте те кала-кала кӑтартаҫҫӗ. Чӗрӗ те чӑн Турра чунтан парӑнас тесе, Хӑй вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Ывӑлне, пире ҫитес ҫилӗрен хӑтаракана, Иисуса, тӳперен килессе кӗтес тесе, эсир кӗлеткесене пуҫҫапма пӑрахни пирки те калаҫаҫҫӗ. Ҫапла ӗнтӗ, тӑвансемӗр, пирӗншӗн кӗлтӑвӑр. Хуҫамӑрӑн сӑмахӗ сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса пытӑрччӗ, хӑвӑр патӑрти пекех мухтавлӑ пултӑрччӗ.
К Колоссянам
1 2 3 4
Выбор основного перевода