Аси тӑрӑхӗнчи ӗненекен ушкӑнсем сире салам яраҫҫӗ. Уйрӑммӑнах сире Акилӑпа Прискилла тата вӗсем патӗнче пухӑнакан ӗненекен ушкӑнрисем Хуҫа Турӑ ячӗпе салам калаҫҫӗ.
Иисус Христос чурисенчен Павелпа Тимофейран – Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ Филиппӑри мӗн пур ӗненекенсене тата чиркӳ пуҫлӑхӗсемпе диаконсене: