Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
К Колоссянам
1 2 3 4
Параллельные места
Ҫапла вара, Ҫӳлти Аҫӑр епле паха, эсир те ҫапла паха пулӑр». Эй, тӑванӑмсем! Сире Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе, Святой Сывлӑш юратулӑхӗпе тархасласа йӑлӑнатӑп: хам кӗлтунӑ пекех, эсир те Турра маншӑн тӑрӑшса кӗлтӑвӑр. Христосӑн Ырӑ Хыпарне тивӗҫлӗ пурӑнӑр кӑна. Сирӗн патӑра ҫитсе курайӑп-и, кураймӑп-и – анчах та сирӗн ҫинчен: вӗсем пӗр шухӑшлӑн пурӑнаҫҫӗ, Ырӑ Хыпар ӗненӗвӗшӗн пӗр кӑмӑллӑн кӗрешеҫҫӗ тенине илтеесчӗ. Пӗр-пӗринпе тупӑшса, мухтава тухас тесе нимӗн те ан тӑвӑр. Сӑпайлӑ пулса пӗр-пӗрне хӑвӑртан ытларах хисеплӗр. Ун ҫинчен эсир ӗҫӗмӗрти юратнӑ юлташран, сире пулӑшакан шанчӑклӑ Христос тарҫинчен Епафрасран пӗлтӗр. Сана Епафрас салам ярать. Христос Иисусшӑн вӑл манпа пӗрле тӗрмере ларать.
К Колоссянам
1 2 3 4
Выбор основного перевода