Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
К Колоссянам
1 2 3 4
Параллельные места
Йӗри-тавра пӑхса ҫавӑрӑнсан вӑл Марк текен Иоанн амӑшӗ Мария пурӑнакан пӳрт умне пынӑ. Ӗненекенсенчен чылайӑшӗ унта кӗлле пуҫтарӑннӑ пулнӑ. Хушнӑ ӗҫӗсене пурнӑҫласан Варнавӑпа Савл Иерусалимран Антиохине тавӑрӑннӑ. Хӑйсемпе пӗрле вӗсем Марк текен Иоана та илнӗ. Пафран ишсе кайсан Павелпа юлташӗсем Памфилири Пергине ҫитнӗ. Иоанн вара вӗсенчен уйӑрӑлса Иерусалима тавӑрӑннӑ. Варнава хӑйсемпе пӗрле Марк текен Иоана та илесшӗн пулнӑ. Анчах та Павел унпа килӗшмен, мӗншӗн тесен пӗррехинче Памфилире хӑйсене хушса янӑ ӗҫе вӗҫне ҫитермесӗрех Марк вӗсене пӑрахса кайнӑ пулнӑ. Ҫавӑн пирки вӗсем хирӗҫсе каймаллах тавлашнӑ. Ҫапла вӗсем пӗр-пӗринчен уйӑрӑлнӑ. Варнава вара Марка хӑйпе пӗрле илнӗ те, шывпа ишсе, Кипра кайнӑ. Часах пӗтӗм хула халӑхӗ пӑлханса кайнӑ. Ҫынсем Павелпа пӗрле Македонирен пынӑ Гаийпе Аристарха ярса тытнӑ. Вара пурте пӗр ҫын пек пулса вӗсене театр кӑтартмалли вырӑна сӗтӗрсе кайнӑ. Унпа пӗрле Аси таранах Вери ҫынни Пирр Сосипатрӗ, фессалоникӑсем Аристархпа Секунд, Дерви ҫынни Гаий, Тимофей тата асисем Тихикпа Трофим пынӑ. Пирӗн хулара Аси ҫыранӗ хӗррипе кайма пуҫтарӑннӑ пӗр Адрамит карапӗ чарӑннӑччӗ. Эпир ҫавӑн ҫине лартӑмӑр та тинӗсе тухрӑмӑр. Пирӗнпе пӗрле тата Македони ҫынни, фессалоникӑсем Аристарх пурччӗ. Мана пулӑшакан кирлӗ, ҫавӑнпа Марка хӑвпа пӗрле илсе кил. Манӑн ӗҫри юлташӑмсем Марк, Аристарх, Димас тата Лука сана салам калаҫҫӗ.
К Колоссянам
1 2 3 4
Выбор основного перевода