Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
К Галатам
1 2 3 4 5 6
Параллельные места
Иисус Христос Хуҫамӑра юратман ҫынсене вара ылхан пултӑр. Килсемччӗ, Хуҫамӑр! Хампа пӗр йӑхри тӑвансемшӗн, Израиль халӑхӗшӗн, эпӗ хама Христосран уйӑрттарма та хатӗр. Израиль ҫыннисене Турӑ ывӑллӑха илнӗ, Хӑйӗн мухтавне вӗсене панӑ, вӗсене халал панӑ. Вӗсен саккун та, Турра кӗлтӑвас йӗрке те, Турӑ шантарса сӑмах пани те пур. Мӗншӗн тесен кам та пулин сирӗн патӑра пырса эпир вӗрентнӗ Иисусран урӑхли ҫинчен вӗрентсен – эсир ҫав ҫынна пачах та хирӗҫлеместӗр. Эпир илтернӗ Сывлӑша мар, урӑхлине сӗнсен – эсир илетӗр. Эпир вӗрентнӗ Ырӑ Хыпара мар, урӑхлине пӗлтерсен, эсир йышӑнатӑр. Кунтан тӗлӗнме кирлех те мар, мӗншӗн тесен шуйттан хӑй те ҫутӑ ангелӗ пек курӑнма тӑрӑшать.
К Галатам
1 2 3 4 5 6
Выбор основного перевода