Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
К Галатам
1 2 3 4 5 6
Параллельные места
Темле ҫынсем, Иудейӑран пынӑскерсем, ӗненекен тӑвансене ҫапла вӗрентнӗ: «Моисей йӑлипе ӳт кастармасан ҫӑлӑнаймастӑр». Павелпа Варнава ҫапла вӗрентнипе килӗшмен, ҫав ҫынсемпе тавлашсах кайнӑ. Вара ҫапла йышӑннӑ: кун пирки тӗплӗнрех ыйтса пӗлме Павелпа Варнавӑна тата темиҫе ӗненекене Иерусалимри апостолсемпе пресвитерсем патне ярас. Ҫапла вара, ӗненекен ушкӑнрисем ӑсатса ярсассӑн, вӗсем Финикипе Самари тӑрӑх пынӑ. Ҫула май вӗсем урӑх халӑхсем те тӗне кӗни ҫинчен кала-кала кӑтартнӑ. Ҫавна илтсен ӗненекенсем питӗ савӑннӑ. Ҫапла вӗсем Иерусалима ҫитнӗ. Унта вӗсене ӗненекен тӑвансем, апостолсемпе пресвитерсем хапӑлласа йышӑннӑ. Павелпа Варнава вӗсене Турӑ хӑйсем урлӑ мӗн-мӗн тунине, урӑх халӑхсемшӗн те ӗненӳ алӑкне епле уҫса панине йӑлтах каласа пӗлтернӗ. «Эппин халӗ урӑх халӑх ҫыннисен те ӳт кастармалла, Моисей саккунне тытса пыма вӗсене те хушмалла», – тенӗ ҫавӑн чухне, ура ҫине тӑрса, Христоса ӗненекен хӑш-пӗр фарисейсем. Вара ҫак ыйтӑва сӳтсе явма апостолсемпе пресвитерсем пухӑннӑ. Чылай хушӑ сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн Петр тӑнӑ та ҫапла каланӑ: «Тӑван ҫыннӑмӑрсем! Урӑх халӑхсем Ырӑ Хыпара ман ҫӑвартан илтсе ӗненччӗр тесе, Турӑ пирвайхи кунсенченех хамӑр хушӑран мана суйласа илнине пӗлетӗр. Ҫын чӗрине витӗр курса тӑракан Турӑ, пире панӑ пекех урӑх халӑхсене те Святой Сывлӑш парса, вӗсене те йышӑннине пӗлтерчӗ. Вӗсен чӗрисене ӗненӳпе тасатнӑран пирӗнпе вӗсем хушшинче нимӗнле уйрӑмлӑх та юлмарӗ. Мӗншӗн-ха эсир халӗ мӑн асаттесем те, хамӑр та йӑтайман ҫӗклеме вӗренекенсен ӗнси ҫине хурасшӑн пулса Туррӑн чӑтӑмлӑхне тӗрӗслетӗр? Эпир те, вӗсем пекех, Иисус Христос Хуҫамӑр тивлечӗпе ҫӑлӑнасса ӗненетпӗр». Вара пӗтӗм пуху шӑпах пулнӑ. Пурте Павелпа Варнава мӗн каланине итленӗ. Вӗсем Турӑ хӑйсем урлӑ урӑх халӑхсем хушшинче мӗнле-мӗнле паллӑсемпе хӑватсем кӑтартни ҫинчен каласа панӑ. Вӗсем хыҫҫӑн Иаков сӑмах илнӗ. «Тӑван ҫыннӑмӑрсем! Итлесемӗрччӗ мана, – тенӗ вӑл. – Турӑ урӑх халӑх ҫыннисене Хӑй ячӗпе пухса Хӑйӗн халӑхӗ тума малтанах кӑмӑл туни ҫинчен Симон пире ӑнлантарса пачӗ. Пророксем ҫырнӑ сӑмахсем те вӑл каланипе пӗр килеҫҫӗ. Унта ҫапла ҫырнӑ: „Кайран Эпӗ тавӑрӑнӑп та Давидӑн пӑрахӑҫа тухнӑ кӗлӗ чатӑрне ҫӗнӗрен юсаса лартӑп, ун ӑшӗнче мӗн аркатнине ҫӗнӗрен тӑвӑп. Ҫакна Эпӗ ытти ҫынсем тата мӗн пур халӑхсем, Ман ятӑм вӗсем хушшинче сарӑлсассӑн, Хуҫа Турра ӑнтӑлса шыраччӑр тесе тӑвӑп, тет ҫаксене пурне те тӑвакан Хуҫа Турӑ“. Турӑ Хӑйӗн пур ӗҫӗсене те ӗмӗртенпех пӗлсе тӑрать. Ҫавӑнпа та ӗнтӗ, ман шухӑшӑмпа, Турӑ ҫулне шыракан урӑх халӑх ҫыннисене чӑрмав кӳмелле мар, ҫапла ҫеҫ ҫырса ямалла: чӳклесе ирсӗрлетнӗ апат-ҫимӗҫ ан ҫиччӗр, ан аскӑнланччӑр, апат-ҫимӗҫе пӑвса вӗлернӗ выльӑх-чӗрлӗх ашӗнчен, юнран ан хатӗрлеччӗр, хӑйсемшӗн тутарасшӑн маррине ҫынна та ан туччӑр. Моисей саккунне вӗрентекенсем мӗн авалтан кашни хуларах пур, синагогӑсенче ӑна шӑмат кунсерен вуласа параҫҫӗ». Вара апостолсемпе пресвитерсем мӗн пур ӗненекен ушкӑнпа пӗрле ҫапла канаш тунӑ: хамӑр хушӑран темиҫе ҫын суйласа илес те вӗсене Павелпа тата Варнавӑпа пӗрле Антиохине ярас. Вӗсем ӗненекен тӑвансем хушшинче ят-сум илнӗ Варсава текен Иудӑна тата Силӑна суйласа илнӗ. Вӗсенчен ҫакнашкал ҫыру ҫырса парса янӑ: «Антиохипе Сирири тата Киликири урӑх халӑхсем хушшинчен тухнӑ ӗненекен тӑвансене – апостолсемпе пресвитерсенчен тата ӗненекен тӑванӑрсенчен. Салам пултӑр! Эпир хамӑр патӑмӑртан тухса кайнӑ хӑш-пӗр ҫынсем сире тем те пӗр каласа пӑтраштарса янӑ текен сӑмаха илтрӗмӗр. Вӗсем ӳт кастармалла, Моисей саккунӗпе пурӑнмалла тесе сире иккӗлентерсе янӑ имӗш. Эпир вӗсене унашкал калама хушса яманччӗ. Ҫавнашкал ҫынсем – суя апостолсем, чеен ӗҫлесе вӗсем хӑйсене Христос апостолӗсем пек кӑтартма тӑрӑшаҫҫӗ. Кунтан тӗлӗнме кирлех те мар, мӗншӗн тесен шуйттан хӑй те ҫутӑ ангелӗ пек курӑнма тӑрӑшать. Эсир тек шухӑшӑрсене улӑштармасса, Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗ пуласса шансах тӑратӑп. Сире пӑтратакана вара, вӑл кирек кам пулсан та, айӑплав пулӗ. Сире пӑтратакансем вара ӳтне кӑна мар, ыттине те йӑлтах кастарччӑр ара!
К Галатам
1 2 3 4 5 6
Выбор основного перевода