Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
К Галатам
1 2 3 4 5 6
Параллельные места
Аттем Мана йӑлтах панӑ. Ашшӗсӗр пуҫне Ывӑлне никам та пӗлмест. Ашшӗне те Ывӑлӗсӗр пуҫне никам та пӗлмест, Ывӑлӗ пӗлтерес тесен анчах пӗлӗҫ. Анчах та ҫул ҫинче, Дамаска ҫитесси инҫех те мар юлсан, ӑна сасартӑк тӳперен ҫутӑ ҫутатса янӑ. Вӑл ҫӗре ӳкнӗ. Унтан ӑна: «Эй, Савл, Савл! Эсӗ мӗншӗн Мана хӗсӗрлетӗн?» – текен сасӑ илтӗннӗ. «Кам пултӑн Эсӗ?» – тенӗ вӑл. Хуҫамӑр ӑна хирӗҫ тавӑрнӑ: «Эпӗ – эсӗ хӗсӗрлекен Иисус. Ҫӗнме ҫук вӑя хирӗҫ ан пыр, хӑвнах йывӑр пулӗ». «Турӑҫӑм, мӗн тума хушатӑн мана?» – ыйтнӑ чӗтресе-хӑраса ӳкнипе Савл. «Тӑр та хулана кай, мӗн тумаллине сана унта калӗҫ», – тенӗ ӑна Хуҫамӑр. «Кам пултӑн Эсӗ?» – тенӗ вӑл. Хуҫамӑр ӑна хирӗҫ тавӑрнӑ: «Эпӗ – эсӗ хӗсӗрлекен Иисус. Ҫӗнме ҫук вӑя хирӗҫ ан пыр, хӑвнах йывӑр пулӗ». «Турӑҫӑм, мӗн тума хушатӑн мана?» – ыйтнӑ чӗтресе-хӑраса ӳкнипе Савл. «Тӑр та хулана кай, мӗн тумаллине сана унта калӗҫ», – тенӗ ӑна Хуҫамӑр. Пачах та урӑхла, Петра иудейсене вӗрентме епле Ырӑ Хыпар шанса панӑ, мана та ҫавнашкалах ытти халӑхсене вӗрентме Ырӑ Хыпар шанса панине вӗсем куҫкӗрет курчӗҫ. Мӗншӗн тесен эпир ӳтлӗ-юнлӑ ҫынсемпе ҫапӑҫмастпӑр. Эпир тӳпери пуҫлӑхсене, влаҫсене, ҫак тӗттӗмлӗх тӗнчине тытса тӑракансене, ҫӗрпе пӗлӗт хушшинчи усаллӑх сывлӑшӗсене хирӗҫ тӑратпӑр.
К Галатам
1 2 3 4 5 6
Выбор основного перевода