Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
К Галатам
1 2 3 4 5 6
Параллельные места
Эй, тӑвансем! Эпӗ сире хам пӗлтернӗ Ырӑ Хыпара татах аса илтеретӗп. Эсир ӑна йышӑнтӑр, унпа тӗреклентӗр. Каясса эпӗ Турӑ уҫса панипе кайрӑм. Вара унта ӗненекенсене, уйрӑмах ятлӑ-сумлисене, хам ытти халӑхсене ӳкӗтлесе вӗрентекен Ырӑ Хыпар ҫинчен каласа патӑм. Ҫакна эпӗ хам тӑрӑшни харам пулмарӗ-ши тесе турӑм. Анчах та эпир, Ырӑ Хыпар чӑнлӑхне сирӗн валли упраса хӑварас тесе, вӗсен сӑмахӗсемпе килӗшмерӗмӗр, вӗсене кӑшт та парӑнмарӑмӑр. Сире валли хатӗрленӗ Хӑйӗн ырӑлӑхне Турӑ мана пани ҫинчен, мана Турӑ вӑрттӑнлӑхӗ уҫӑлни ҫинчен эсир илтнӗ ӗнтӗ. Ун пирки эпӗ маларах кӗскен ҫырнӑччӗ. Этемлӗхӗн иртнӗ ӑрӑвӗсене ҫав вӑрттӑнлӑха пӗлме паман, анчах та халӗ Святой Сывлӑш ҫав вӑрттӑнлӑха Унӑн сӑваплӑ апостолӗсемпе пророкӗсене уҫса панӑ. Унтан эпӗ ҫӳл тӳпере вӗҫсе иртекен тепӗр ангела куртӑм. Ҫӗр ҫинче пурӑнакан тӗрлӗ чӗлхеллӗ йӑх-ӑрӑва, халӑха пӗлтермешкӗн ҫав ангелӑн ӗмӗрлӗх Ырӑ Хыпар пурччӗ.
К Галатам
1 2 3 4 5 6
Выбор основного перевода