Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
К Галатам
1 2 3 4 5 6
Параллельные места
Анчах та Хуҫамӑр ӑна каланӑ: «Каях, вӑл ҫын – Эпӗ суйласа илнӗскер. Вӑл Манӑн ятӑма ытти халӑхсене, патшасене, Израиль ҫыннисене пӗлтерекен пулӗ. Иисус Христос чуринчен Павелран. Турӑ ирӗкӗпе мана апостол пулма чӗнсе илнӗ, Туррӑн Ырӑ Хыпарне пӗлтермешкӗн суйланӑ. Малтанах палӑртса хунисене Вӑл чӗнсе илнӗ. Чӗнсе илнисене Вӑл тӳрре кӑларнӑ. Тӳрре кӑларнисене вара мухтава та кӑларнӑ. Турӑ Хӑйӗн хӑвачӗпе мана ырӑлӑхне парнеленине пула, эпӗ Ырӑ Хыпаршӑн ӗҫлесе тӑракан пултӑм. Мана, ӗненекенсенчен пуринчен те тивӗҫсӗррине, ҫав ырӑлӑха – Христосӑн ӑсласа илейми пуянлӑхӗ ҫинчен ытти халӑхсене пӗлтерме – шанса панӑ.
К Галатам
1 2 3 4 5 6
Выбор основного перевода