Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
К Филиппийцам
1 2 3 4
Параллельные места
Эпӗ сире ӳпкелеместӗп. Маларах ҫапла каланӑччӗ ӗнтӗ: эсир пирӗн чун-чӗремӗрте, вилсен те, пурӑнсан та пӗрлех пуласчӗ. Ҫавӑнпа та эпӗ, Павел, сирӗншӗн, урӑх халӑх ҫыннисемшӗн, Иисус Христос тыткӑнӗнче пурӑнатӑп. Ҫапла вара эпӗ, Хуҫамӑршӑн тӑрӑшнине пула тӗрмере лараканскер, сире тархаслатӑп: хӑвӑра чӗнсе илнине тивӗҫлӗ пулӑр. Мана тӗрмене хупсан, эпӗ Христоса ӗненнӗ пирки ларнине преторири хурал салтакӗсем те, ыттисем те – пурте пӗлчӗҫ. Мана тӗрмене хупнӑ пирки Хуҫамӑра ӗненекен тӑвансенчен чылайӑшӗ тата хытӑрах ӗненме, Турӑ сӑмахне хӑюллӑрах та хастартарах ӳкӗтлесе вӗрентме пуҫларӗҫ. Чунӑм кӗлеткемре чухне сире ҫине-ҫинех аса илтерсе ыйхӑран вӑратни тӗрӗсех пулӗ тетӗп.
К Филиппийцам
1 2 3 4
Выбор основного перевода