Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
К Филиппийцам
1 2 3 4
Параллельные места
Шанчӑк вара улталамасть, мӗншӗн тесен пирӗн чӗремӗрсем хамӑра панӑ Святой Сывлӑш урлӑ Турӑ юратулӑхӗпе тулнӑ. Мӗншӗн тесен Турӑ пултарнӑ тӗнче Турӑ ачисем уҫҫӑн палӑрасса чӑтӑмсӑр кӗтет. Маншӑн та кӗлтӑвӑр. Ырӑ Хыпар вӑрттӑнлӑхне хӑюллӑн хыпарлама ҫӑварӑма уҫсассӑнах, Турӑ ӑна кирлӗ сӑмах патӑрччӗ тесе кӗлтӑвӑр. Сӑнчӑрласассӑн та, эпӗ – Ырӑ Хыпар элчи. Тивӗҫӗме пурнӑҫласа, манӑн уҫҫӑн та хӑюллӑн Ырӑ Хыпар пӗлтересчӗ. Ҫавӑншӑн кӗлтӑвӑр. Христианин пулнӑшӑн тӳсетӗр пулсан, ан вӑтанӑр. Вӑтанас вырӑнне, ҫапла шӑпа пӳрнишӗн Турра мухтӑр.
К Филиппийцам
1 2 3 4
Выбор основного перевода