Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
К Филиппийцам
1 2 3 4
Параллельные места
Ҫак ӗҫе эпӗ хам ирӗкпе тӑватӑп пулсан, паллах, мана тӳлемелле. Енчен те хам ирӗкпе тумастӑп пулсан, шанса панӑ ӗҫӗм вара Турӑ умӗнчи тивӗҫӗм пулать. Тӑвансем! Эпӗ сире ҫакна каласшӑн: мана хӗсӗрлени Ырӑ Хыпара тата ӑнӑҫлӑрах сарма пулӑшрӗ. Пӗр-пӗринпе тупӑшса, мухтава тухас тесе нимӗн те ан тӑвӑр. Сӑпайлӑ пулса пӗр-пӗрне хӑвӑртан ытларах хисеплӗр. Эппин Иисус Христос Хуҫамӑр ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтермешкӗн ан вӑтан. Манран та, Уншӑн тӗрмере лараканскертен, ан имен. Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтернӗшӗн асап курасран ан хӑра, мӗншӗн тесен Турӑ пире вӑй парсах тӑрать.
К Филиппийцам
1 2 3 4
Выбор основного перевода