Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
К Филиппийцам
1 2 3 4
Параллельные места
Эсӗ Турӑ ирӗкне те пӗлетӗн, саккунран вӗренсе мӗн лайӑххине те ӑнкаратӑн. Пурӑнӑҫӑра ҫак тӗнче йӗркисемпе ан шайлаштарӑр. Ун вырӑнне Туррӑн аван, юрӑхлӑ тата паха ирӗкӗ мӗнне пӗлес тесе эсир хӑвӑр ӑс-хакӑлӑра ҫӗнетсе улшӑнӑр. Пӑсӑк та аскӑн ӑрура кӑлтӑксӑр, таса, Турӑ ачисем пек ҫитменлӗхсӗр пуласчӗ тесе, мӗн тумаллине ӳпкелешмесӗр, иккӗленмесӗр тӑвӑр. Ҫак ӑру ҫыннисем хушшинче тӗттӗм тӗнчери ҫӑлтӑрсем пек ҫутатӑр, Халӗ вара, Христос Ӳт-пӗвӗ урлӑ, Унӑн вилӗмӗ урлӑ Турӑ сире Хӑйӗнпе ҫураҫтарнӑ. Ҫакна Вӑл сире Хӑйӗн умне сӑваплӑ та таса, айӑпсӑр тӑратасчӗ тесе тунӑ. Канӑҫлӑх Турри Хӑй сире туллин сӑвапласа тасаттӑр. Иисус Христос Хуҫамӑр тепре киличчен сирӗнте йӑлтах: чун-чӗм те, чун та, ӳт-пӳ те – тӗрӗс-тӗкел упранса юлтӑр. Хытӑ ҫимӗҫ вара ҫитӗннисем валли, мӗншӗн тесен вӗсем пурӑнӑҫ курнӑ, ырӑпа усала уйӑрма пӗлеҫҫӗ.
К Филиппийцам
1 2 3 4
Выбор основного перевода