Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
К Филиппийцам
1 2 3 4
Параллельные места
Павел Дервине те, Листрӑна та ҫитнӗ. Ҫавӑнта Тимофей ятлӑ пӗр вӗренекен пурӑннӑ. Амӑшӗ унӑн Христоса ӗненекен иудей хӗрарӑмӗ, ашшӗ грек пулнӑ. Унтан эпир Филиппы ятлӑ хулана кайрӑмӑр. Филиппы – Македони ҫӗрӗн ҫак пайӗнчи хули тата Рим колонийӗ. Ҫав хулара эпир темиҫе кун хушши пурӑнтӑмӑр. Коринфри Турӑ Чиркӗвне, Христос Иисус урлӑ тасалнӑ ӗненекенсене, сӑваплӑ пулма чӗнсе илнисене, Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ятне – пире те, вӗсене те Ҫӑлаканӑн ятне – пур ҫӗрте те асӑнакансене пурне те. Турӑ ирӗкӗпе Иисус Христосӑн апостолӗ пулма тивӗҫнӗ Павелран тата Тимофей тӑванӑмран – Коринфри Турӑ чиркӗвне тата пӗтӗм Ахаияри мӗн пур ӗненекенсене. Чӑннипех, кам чиркӳ пуҫлӑхӗ пуласшӑн, ҫав ырӑ ӗҫ тӑвасшӑн. Анчах та чиркӳ пуҫлӑхӗн никам тиркейми тӳрӗ пурӑнмалла: пӗрре кӑна авланмалла, хӑйне хӑй тытма пӗлмелле. Унӑн таса шухӑш-кӑмӑллӑ, йӗркеллӗ, тараватлӑ пулмалла, вӗрентме пӗлмелле. Чиркӳ пуҫлӑхӗн ӗҫкӗҫ, ҫын ҫине алӑ ҫӗклекен, чӑркӑш, хӑй уссишӗн тӑрӑшакан, мулшӑн ҫунакан пулмалла мар. Вӑл йӑваш та лӑпкӑ ҫын пултӑр. Ҫавнашкалах диаконсем те хисепе тивӗҫ ҫынсем пулмалла. Вӗсем икӗ питлӗ, ӗҫкӗҫ, хӑй уссишӗн тӑрӑшакан ҫынсем ан пулччӑр. Турӑ чуринчен тата Иисус Христос апостолӗнчен Павелран – ӗненӳри чӑн ывӑлӑма Тита. Мана Турӑ суйласа илнисене ӗнентерме, вӗсене чӑнлӑха – Турра хисеплессине – уҫса пама, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗмешкӗн шанчӑк пама янӑ. Хӑйӗн сӑмахне тытакан Турӑ ҫав шанчӑка чӑн малтанах пама пулнӑ. Палӑртнӑ вӑхӑт ҫитсессӗн вара Ҫӑлакан Туррӑмӑр Хӑйӗн Сӑмахне вӗрентме мана хушрӗ, мана шанса пачӗ. Атте Турӑран тата Иисус Христос Хуҫамӑртан – хамӑра Ҫӑлаканран – сана тивлет, ырӑлӑх тата канӑҫлӑх пултӑр! Пӗтермен ӗҫсене туса пӗтертӗр тесе, кашни хуларах пресвитерсем ларттӑр тесе сана эпӗ Критра хӑвартӑм. Эпӗ сана ҫапла хушнӑччӗ: вӗсем таса чунлӑ, арӑмне ӗмӗрлӗх парӑннӑ ҫынсем пулмалла. Ачи-пӑчисем те вӗсен Турра ӗненекенсем, аскӑн е чарусӑр ят илменскерсем пулччӑр. Мӗншӗн тесен чиркӳ ертӳҫин ӗненекен ушкӑна, Турӑ ҫуртне йӗркелесе тӑракан пек, ертсе пымалла, хӑйӗн таса пулмалла. Вӑл пуҫтах, кӑра, ӗҫкӗҫ, ҫапӑҫакан, ҫӑткӑн ан пултӑр. Пачах та урӑхла, унӑн тараватлӑ, ырӑлӑхлӑ, таса шухӑшлӑ, тӗрӗслӗхлӗ, Турра хисеплекен, хӑйне хӑй тытма пӗлекен пулмалла. Ҫынсене тӗрӗс вӗрентӳпе ӳкӗте кӗртес тесен, хирӗҫҫисене питлеме пултарас тесен, чиркӳ ертӳҫин хӑйне вӗрентнӗ чӑн сӑмаха ҫирӗп тытса пурӑнмалла.
К Филиппийцам
1 2 3 4
Выбор основного перевода