Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
К Ефесянам
1 2 3 4 5 6
Параллельные места
пурте ҫылӑха кӗнӗ, Турӑ мухтавне пӗри те тивӗҫлӗ мар. Анчах та Турӑ Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе пире пурне те тӳлевсӗрех тӳрӗлӗхне парать, мӗншӗн тесен пире Христос Иисус тӳлесе илнӗ. Христоса ӗненекенсем пурте Унӑн Юнӗпе тасалччӑр тесе, Турӑ Унран ҫырлахтару парни тунӑ. Ҫапла майпа Турӑ Хӑйӗн тӳрӗлӗхне палӑртать: Вӑл малтан та ҫынсен ҫылӑхӗсене нумай чӑтнӑ, халӗ те тӳрӗлӗхлӗ. Иисуса ӗненекенсене Турӑ тӳрре кӑларӗ. Ҫакна Вӑл пире пулас ӗмӗрте Христос Иисус урлӑ Хӑйӗн юратулӑхӗнче палӑракан иксӗлми ырӑлӑхне кӑтартас тесе тунӑ. Мана, ӗненекенсенчен пуринчен те тивӗҫсӗррине, ҫав ырӑлӑха – Христосӑн ӑсласа илейми пуянлӑхӗ ҫинчен ытти халӑхсене пӗлтерме – шанса панӑ. Хӑйӗн мухтавӗн пуянлӑхне кура Вӑл сире вӑй патӑрччӗ, Хӑйӗн Сывлӑшӗпе ӑшӑрсенчи ҫӗнелнӗ этеме ҫирӗплетсе ӳстертӗрччӗ тесе кӗлтӑватӑп. Ывӑлӗ пире Хӑйӗн Юнӗпе тӳлесе илнӗ, пирӗн ҫылӑхсене каҫармалла тунӑ. Пире пулас ырӑлӑха паракан Аслӑ священник Христос вара этем аллипе туман, чи паха кӗлӗ чатӑрӗ витӗр Тасаран таса вырӑна кӗнӗ. Вӑл унта качака е пӑру юнне илсе кӗмен, Хӑйӗн Юнне парса пӗрре кӗнӗ. Ӗмӗрлӗх ҫӑлӑнӑҫа Христос пирӗн валли Хӑйӗн Юнӗпе тӳлесе илнӗ. Эппин, ҫылӑха каҫарнӑ пулсан, ҫылӑхшӑн парне кӳмелле мар.
К Ефесянам
1 2 3 4 5 6
Выбор основного перевода