Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
К Ефесянам
1 2 3 4 5 6
Параллельные места
Мана ӗненнипе вӗсен ҫылӑхӗсем каҫарӑнмалла пулччӑр тесе, сӑвапласа тасатнисемпе пӗр шӑпаллӑ пулччӑр тесе эсӗ вӗсен куҫӗсене уҫӑн. Вӗсене шуйттан аллинчен хӑтарса Турӑ аллине парӑн, тӗттӗмлӗхрен ҫутта илсе тухӑн“. Хӑвӑра Турӑ чӗнсе илсе пӗртен-пӗр шанчӑк панӑ пекех, эсир пӗр ӳт-пӳпе, пӗр чун-чӗмпе пурӑнӑр. Хӑвӑр валли тӳпере хатӗрленине эсир шанчӑкпа кӗтетӗр. Мӗн хатӗрлени ҫинчен вара эсир чи малтан чӑнлӑх сӑмахне – хӑвӑр патӑра ҫитнӗ Ырӑ Хыпара – илтсессӗн пӗлтӗр. Турӑ ырӑлӑхне чӑннипех те пӗлнӗ кунран пуҫласа ҫав сӑмах, пӗтӗм тӗнчери пекех, сирӗн патӑрта та сарӑлса пырать, хӑйӗн ҫимӗҫне парать. Хӑйӗн хӑватлӑ мухтавӗпе Вӑл сире, тӗрлӗ вӑй-халпа ҫирӗплетсе, пурне те тӳссе ирттермешкӗн чӑтӑмлӑх патӑрччӗ. Ҫутӑлӑхри Хӑйӗн еткерне, сӑваплисен еткерне, илмешкӗн пире те пая кӗртнӗшӗн савӑнса Атте Турра тав тӑвар.
К Ефесянам
1 2 3 4 5 6
Выбор основного перевода